Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

М (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ.

Макаҫӑн — хран. — 1) Пысӑк, чаплӑ лавкӑ; 2) тӗрлӗ йапаласем сыхласа усракан вырӑн, склат.
Маккарон — ит. — Тул ҫӑнӑхӗнчен пӗчӗк кӗпҫе пек туса хатӗрленӗ апат.
Макҫимум (maksimum) — лат. — Чи пысӑкки; пуринчен ытла.
Макнит — лат. — 1) Тимӗре хӑй ҫумне туртса илекен тимӗр рути; макнитланӑ хурӑҫ. 2) аллекорилле — асран йамалла мар, хӑпма пӗлмелле мар йапала.
Макнеттисӑм — 1) Макнит вӑйӗ, макнитсем тимӗр йапаласене хӑйсем патне туртса илме пултарни. 2) Хиҫиккӑн макнитла йавленисене пӑхакан пайӗ. Ҫӗр макнеттисӑмӗ — ҫӗр чӑмӑрӗн макнитланӑ йӗппе ҫурҫӗрпе кӑнтӑрла йенне пӑракан вӑйӗ.
Маххорккӑ — Йӳнӗ сурт тапак, хутпа туртмалли те, чӗлӗмпе туртмалли те пур.
Мат — ар. — 1) Шахмӑт вӑйӗнче чи аслӑ хикурӑна хупса хуни. 2) Урӑх ниҫта та кайса кӗмелле мар пулни.
Маттематтиккӑ — крек. — Пысӑккӑшпе пӗчӗккӗш ҫинчен, вӗсен сакконӗсем ҫинчен вӗрентекен науккӑ.
Маттематтик — Маттематтиккӑна ӑста пӗлекен ҫын.
Маттери — лат. — 1) Кирек мӗнӗн те йапалалӑхне, ӳтлӗхне кӑтартакан сӑмах, йапалан тӗп ӳчӗ, ӑше; 2) пир-авӑр, аршӑнпа сутакан тавар. 3) суранран йухакан пӳр.
Маттериал — хран. — Пӗр-пӗр ӗҫ тума кирлӗ хатӗрсем, саппасем, поссописем.
Маттериалисӑм — 1) Маттерине пур йавленисен тӗпӗ тесе шутлакан хилосохви вӗрентӳ. 2) К. Маркс вӗрентӳ — историлле (тиалектиккӑлла, еккономиккӑлла) маттериалисӑм.
Маттерик — Тӗнчен пайӗн тӗп ҫӗрӗ (кеокрахвире).
Матрус — 1) Хлот ҫарӗнчи салтак. 2) пӑрахут ҫинче ӗҫлекен. 3) вӑрман хуралҫисен (стрилуксен) пуҫлӑхӗ, опйешчӗк.
Мачтӑ — ним. — Парӑс кармалли кашта.
Машшин — лат. — Ҫын вӑйне вӑйлӑлатса, тӑвас ӗҫе хӑвӑртрах тума пулӑшакан хатӗр.
Машшинис — Машшина пӑхса тӑрса, майласа, ӗҫлеттерсе тӑракан.
Масштап — ним. — 1) Йапалан планне миҫе хут пӗчӗклетнин хисепӗ. 2) пӗчӗк виҫесем ӳкернӗ линейккӑ. 3) виҫе, танлаштармалли хатӗр.
Маҫ — выр. — Сӗрмелли, ҫемҫе, ҫу майлӑ йапала.
Маҫтӑр — анк. — Ӑста; пӗр-пӗр ӗҫе ӑста пӗлекен ҫын.
Маҫтерскуй — Ӗҫлемелли пӳлӗм.
Мамӑнт — Вилсе пӗтнӗ авалхи тискер кайӑк: авалхи слон. Халӗ тӗрлӗ ҫӗрте мамӑнт шӑмӗсем тупӑнаҫҫӗ.
Манухвактурӑ — лат. — 1) Хапрӑк майлӑ промышленнӑҫла претприйатьтьи. 2) алӑсталӑхсене (ремесласене) пӑрахса пысӑк машшинсемпе ӗҫлеме тытӑннӑ вӑхӑтсен хушши 3) аршӑнпа сутакан таварсем.
Манер — манерлӗ — хран. — 1) Аван, ҫепҫӳллӗ йапала; 2) ӗҫе тӑвас майсем, ӳт-пӗве тыткаласси.
Маневӑр — хран. — Ҫарсем пӗр-пӗринпе вӗренмелле, йури ҫапӑҫни.
Мантат — лат. — Мӗнле те пулин ӗҫе тума ирӗк паракан хут.
Маньихвес — лат. — 1) Пӗр-пӗр политтиккӑ партти хӑйӗн тӗп шухӑшӗсене кӑтартса, вӗсем ҫинчен пурне те пӗлтермешкӗн ҫырнӑ хут. 2) патша, халӑха хӑй ирӗкне пӗлтерме ҫырнӑ хут. Комунисла парттин маньихвесчӗ — К. Маркспа X. Енкӗлс 1847-мӗш ҫулта кӑларнӑ манихвест.
Маньихвестатси — лат. — Халӑх хӑй ирӗкне, хӑй шухӑшӗсене урамсем тӑрӑх плаккатсемпе ҫӳресе пӗлтерни.
Мари — Ҫармӑс.
Марккӑ — 1) Хыснана укҫа тӳленине пӗлтерекен пӗчӗк йарлӑк (ҫырусем, йе ӗҫлӗ хутсем ҫумне ҫыпӑҫтараҫҫӗ). 2) Керманьире, Хинльантире т. ыт. — укҫа, 37 1/2 пус.
Маркс, Карл — (1828—1885). XIX ӗмӗрти чи чаплӑ ӑслӑ ҫынсенчен пӗри, науккӑлла сотсиалисӑмӑн никӗсне туса хуракан, 1-мӗш Инттернатсионала йертсе пыракан, политеккономилле, хилосохвилле, историлле кӗнекесен ахтӑрӗ, — чаплӑ револьутсионер. Марксӑн ун чаплӑ кӗнеки — „Каппиттал" — тухсан, пролеттариат науккӑ тӑлӗшӗнчен питӗ нумай малалла кайнӑ. „Каппиттал" вӗрентнӗ тӑрӑх — каппитталисӑмла опчӗствӑ хӑй ӳссе вӑйлӑланса пынӑҫемӗн хӑй валли шӑтӑк чавса пырать, мӗншӗн тесен, каппитталисӑм вӑйлӑланнӑҫемӗн, унӑн ӗмӗрхи тӑшманӗ пролеттариат та вӑйлӑланса пырать. Маркс вӗрентнӗ тӑрӑх пролеттариат, каппитталисӑм експлуаттатсинчен хӑтӑлмашкӑн, комунисӑмла партти туса, пур происвотствӑ хатӗрӗсене, патшалӑхри влаҫа хӑй аллине туртса илсе, пролеттариат тиктаттурӗ тумалла. Маркс-хилосохвийӗ (историлле, еккономиккӑлла, тиалектиккӑлла маттериалисӑм) етем опчӗствин никӗсӗ опчӗствӑн еккономиккӑлла структурӗнче тесе вӗрентет, опчӗствӑн ытти йӗркисем (релики, науккӑ, искусствӑ, патшалӑх йӗркисем т. ыт.) вӗсем пур те ҫав еккономиккӑлла никес ҫинче тӑракан сийӗсем анчах тет. Истори тӗлӗшӗнчен — Маркс — етем опчӗствин историйӗ вӑл ҫав опчествӑри тӗрлӗ классем еккономиккӑшӑн ҫапӑҫнин историйӗ тесе вӗрентет.
Маркҫис — К. Маркс вӗрентӳне хапӑл тӑвакан, ӑна ӑста пӗлсе тӑракан ҫын, комунис.
Маркҫисӑм — К. Марксӑн верентӳвӗ — науккӑлла сотсиалисӑм (Маркс сӑмаха пӑх).
Март — Ҫулталӑкӑн 3-мӗш уйӑхӗ — Пуш уйӑхӗ.
Марш — хран. — 1) Ҫарсем йӗркеллӗ ҫӳрени. 2) Ушкӑнпа йӗркеллӗ ҫӳреме пулӑшакан мусӑк происветени. 3) Ҫарсене „кай" тесе хушакан комантӑ сӑмахӗ.
Марс — 1) Авалхи римльӑнсен вӑрҫӑ турри йачӗ; 2) Хӗвел тавра ҫавӑрнакан тулти планетсенчен чи ҫывӑх планеттӑ: ҫӗртен кӑштах пӗчӗкрех.
Марҫҫелйесӑ — хран. — 1) Хрантсуссен револьутсиллӗ кимӑнӗ; 3) ҫавӑ кимӑн кӗввипе йурлакан револьутсилле йурӑсем.
Марльӑ — Питӗ ҫӳхе, сайра, ӑҫлӑк майлӑ пир.
Май — Ҫулталӑкӑн 5-мӗш уйӑхе — Ҫу уйӑхӗ.
Майак — 1) Ҫул тӑрӑх аташша кайасран лартнӑ паллӑ. 2) тинӗссем хӗррине карапсене ҫул кӑтартма лартакан ҫӳлӗ, шутсӑр пысӑк хунар.
Майӑн 1-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери пролеттариат каппитталпа ҫапӑҫма пӗрлешнин праҫнӑкӗ. Вӑл куна пӗтӗм тӗнчери сотсиалисӑмла парттисен сйесӗ 1889-мӗш ҫулта праҫнӑк кунӗ тунӑ.
Мусӑк — крек. — Мусӑкӑлла искусствӑ — тӗрлӗ сасӑсене илемлӗн пӗрлештерсе, ҫыннӑн чӗрине систерекен искусствӑ (йурӑсем, сӑвӑсем т. ы.).
Муҫей — крек. — Тӗрлӗ искусствӑ йапалисене, авалхи йапаласене пухса пыракан учрештени.
Муми — ар. — 1) Тӗрлӗ майсемпе емеллесе ҫӗрми тунӑ ӳт. 2) тӗрлӗ йапаласене сӑрламалли хӗрлӗ краска.
Мунтир — ним. — Хормӑлла тумтир (салтаксен, милитсисен, вӗренекенсен т. ы.).
Метик — лат. — Метитсинӑна ӑста пӗлекен, лекӗр, тухтӑр.
Метитсинӑ — лат. — Чир-чӗрсене тӳрлетекен науккӑпа искусства.
Метталсем — Хими тӗлӗшӗнчен пӗр пек, хытӑ, витӗр курӑнман, хӗртсен ҫемҫелекен, ҫапсан лапчӑнакан, тӑсӑлакан йапаласем (тимӗр, тӑхлан, пӑхӑр, чинк т. ыт.) Чаплӑ метталсем — тутӑхман метталсем: ылттӑн, кӗмӗл, платьтьинӑ.
Метталлурrи — крек. — 1) Технолокbн пайӗ: тӗрлӗ метталсене вӗсен рутисенчен тупас ӗҫе вӗрентет, 2) метталсем тупакан промышлӗннӑҫ.
Меттӑт — крек. — Тӑвас ӗҫен ҫулӗсем, майӗсем, йӗркисем.
Меттӑр — крек. — Меттӑр ҫистемӗн тӗп виҫи — Париш меритианӗн 40 мӗлйунӑмӗш пайе (22 1/2 вершук).
Меттеор — крек. — Ӳкекен ҫӑлтӑр, ҫӗр ҫине пӗлӗт ҫинчен ӳкекен ҫулсем.
Меттеоролоки — крек. — Ҫӗр атмосверӗнчи йавленисене сӑнаса пыракан науккӑ.
Меморантум — лат. — Пӗр-пӗр правиттӗлствӑ мӗнле те пулин ыйту тӑрӑх тепӗр патшалӑха хӑйӗн шухӑшӗсене кӑтартса панӑ хут.
Меншевиксем — 1903 ҫулта Раҫ. Сот. Тем. Ӗҫлек. Парттин 2-мӗш сйесӗнче сахаллӑн йулса сйес шухӑшӗпе килӗшмесӗр пулнӑ ҫынсем. Сйеса пухӑннӑ ҫынсем малтанах орканисатсилле ыйтусем тӑрӑх килешеймен: меншевиксем парттине кӗме пурне те ирӗк парас тенӗ, польшевиксем — парттине пуринчен ытла ӗҫлекенсене, парттишӗн хытӑ тӑрӑшакансене анчах кӳртес тенӗ. Сйес пӗтсен кайран часах меншевиксемпе польшевиксем тактиккӑ ыйтӑвӗсем тарӑх килӗшӳ ҫухатнӑ. Кайран-кайран меншевиксем (пуринчен ытла вӑрҫӑ пуҫланнӑран вара) пӗтӗмпех пуршуаҫи майлӑ пулса кайнӑ. Халӗ вӗсен партти кунран кун пӗтсе, саланса пырать.
Меритиан — лат. — Ҫӗр чӑмӑрӗн икӗ польусӗ витӗр екваттӑра ҫурмаран татса кайакан, шухӑшпа тӑвакан йӗр.
Микроскоп — крек. — Пӗчек йапаласене темиҫе пин хут пысӑклатса кӑтартакан трупа.
Микроорканисӑмсем — Шутсӑр вӗтӗ, ахаль куҫпа пӑхса курӑнман, микроскоп витӗр анчах курӑнакан орканисӑмсем: пактерисем, инхусорисем.
Миххолоки — крек. — 1) Тӗрлӗ претанисене астӑвакан, вӗсене хисеплекен, йӗркелекен науккӑ. 2) Пӗр-пӗр халӑхӑн авалхи пурӑнӑҫӗ ҫинчен калакан претанисем, ӗненмелле мар калавсем, йурӑсем.
Миҫтитсисӑм — крек. — 1) Реликиллӗ хилосохви вӗрентӳ: етем турӑпа пӗрлешме пултарать, унӑн ирӗкне пӗлме пултарать тесе вӗрентет. 2) тӗрлӗ тӗлӗнмелле, ӑнланмалла мар йавленисене йуратни.
Милиттарис — Милиттарисӑмшӗн тӑрӑшакан.
Милиттарисӑм — лат. — 1) Патшалӑх ҫар, йе вӑрҫӑ инттересӗсене пуринчен мала хуни; 2) патшалӑх хӑйӗн пур вӑйӗ ҫитнӗ таран ҫарне, вӑрҫӑ хатӗрсене вӑйлӑлатни.
Милитси — лат. — 1) Раҫҫейре — халӑх хушшинче йӗркесӗрлӗхсем ан пулччӑр тесе сыхлакан учрештени, тытӑм учрештенийӗ. 2) Халӑх пухӑнса килӗшӳллӗ пулнӑ ҫар.
Милитсионер — Милитсире ӗҫлекен ҫын.
Миллиарт — Пин мӗлйун.
Милликрам — Крамӑн пинӗмӗш пайӗ.
Миллиметтӑр — Меттӑрӑн пинемӗш пайӗ.
Миллион (мӗлйун) — Пин хут пин.
Мимиккӑ — крек. — Тӗрлӗ шухӑшшене пите-куҫа улӑштарнипе, йе ал-урапа кӑтартнипе пӗлтерекен искусствӑ.
Минӑ — хран. — Тинӗссем ҫинче — карапсене путаракан пысӑк снарет: хӑй тӗллӗн ишше ҫӳрекенни те, карапсем ҫинчен тӗллесе йамалли те пур.
Минералсем — лат. — Хытӑ, йе шӗвӗ (чулсем, шыв, тимӗр) чунсӑр йапаласем.
Минералоки — Тӗрлӗ минералсем ҫинчен вӗрентекен науккӑ.
Министӑр — Пуршуаҫилле патшалӑхсенче — патшалӑхӑн аслӑ учрештенине пӑхса тӑракан улпут.
Минимум — лат. — Пуринчен те пӗчӗкки, сахалли.
Мир — Килӗшӳ.
Мираш — хран. — Таҫти инҫетри йапаласем умри пек курӑнакан йавлени: ҫутӑ пӗрпек ӑшӑмар сывлӑш витӗр тухса хуҫӑлнӑран пулать.
Мрамӑр — крек. — Пӗрчеллӗ исвӗс чулӗн хытӑ йышши: темиҫе тӗсли те пур.
Мопилисатси — хран. — Ҫарсене вӑрҫа кайма пуҫтарни, хатӗрлени.
Мошшенник — ултавҫӑ, шарлаттан, таса мар ӗҫҫемпе пурӑнакан ҫын.
Молеккулӑ — Питӗ шутсӑр пӗчӗк пай.
Монарх — крек. — Патша, ӗмпӳ.
Монарххис — Монарххисӑмшӑн тӑрӑшакан.
Монарххисӑм — Пур патшалӑх ӗҫӗсене пӗр патша тытса тӑракан патшалӑх йӗрки.
Морш — Сивӗ тинӗссенче пурӑнакан тӗлен майлӑ выльӑх.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-26 21:36:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3487 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем